понедельник, 21 мая 2007 г.

"Юлашки шăнкăрав тĕлне"

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн шкулта 9-11 классем валли юлашки шăнкăрав янăрĕ. Çак уява ирттерме ачасем тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Хăнасене валли кĕске концерт, вĕрентекенсем валли тав сăмахĕсем хатĕр ĕнтĕ. Галина Вострякова радио журналисчĕ те пирĕн шкула килме кăмăл турĕ. "Единая Россия" халăх депутачĕ Н.Евдокимов вĕренекенсене саламлама çитĕ.

среда, 16 мая 2007 г.

Тĕлпулу иртрĕ

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче 63-мĕш шкулта чăвашсен паллă çыннисемпе тĕлпулу иртрĕ. Тĕлпулăва Галина Николаевна Васильева (Ордем Гали) 21-мĕш ĕмĕрте палăрнă чăваш çыравçи, чăваш тумĕн ăсти Зинаида Ивановна Воронова, Республикăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Нина Николаевна Егорова , радио журналистки Галина Витальевна Вострякова çитрĕç.
Ордем Гали хăйĕн калавĕсемпе,кĕнекисемпе паллаштарчĕ. З.И.Воронова культура ыйтăвесем çинче чарăнса тăчĕ. Н.Н.Егорова этемĕн ыркăмăллăх темине ансат уçса пачĕ. Ачасем хăйсен шухăш -кăмăлне Г.В.Востряковăна -радио журналистне пĕлтерме васкарĕç.

понедельник, 14 мая 2007 г.

Тĕлпулăва чĕнетпĕр!

Çу уйăхĕн 16- мĕшĕнче 63- мĕш шкулта Ордем Гали (Васильева Галина Николаевна)- юлашки вăхăтра палăрнă пултаруллă писатĕльпе тĕлпулу иртĕ. Унта 8б класра вĕренекенсем писатель çырнă "Маска" пьесăна кăтартĕç. Ордем Гали хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа парĕ.Уява 5-8 классем хутшăнаççĕ.