пятница, 12 октября 2007 г.

Чăваш писатĕлĕ-хăнара


Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 63-мĕш шкула ача-пăча çыравçи Ордем Гали килсе çитрĕ. 7-9 класра вĕренекенсем автор çырнă "Тĕнче манран пуçланать" çĕнĕ кĕнекепе паллашрĕç.Калавсемпе паллашнă хыççăн хăйсене нумай хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем тупрĕç. Ордем Гали "Чи малтан тĕнче-хăвăнтан пуçланать" тенине ачасем асра хăварчĕç. Тĕлпулупа пурте кăмăллă юлчĕç. Раштав уйăхĕнче Ордем Гали каллех шкулта вĕренекен ачасемпе тĕл пулма калаçса татăлчĕ.

Комментариев нет: